Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сувровсемпе Суворинсем (АЧТРЧЙ)

«Авалхи чӑвашсенчен тухнӑ Раҫҫейӗн чаплӑ йӑхӗсем» кӗнеке пайӗ



Ку хушамат пирки тӗрлӗ ҫынсем тӗрлӗ ҫырнине вуласа чӑнласах та тӗлӗнме пулать. Пурте пӗр-пӗрне хирӗҫлеҫҫӗ, юлашкинчен вара хӑйсен «легендине» шутласа ҫеҫ кӑларнине калаҫҫӗ. Ҫавсене вуласа, пӗртен-пӗр чӑнлӑх тупма пулать: ку хушамата пуҫласа яраканӗ пите авал, ахӑртнех, XIII ӗмӗрте, вырӑссем патне куҫса пырса пурӑнма тытаннӑ.
Тӗрлӗ чӑнлавсене тӗпчесе пӗрлештернӗ хыҫҫӑн чӑн-чӑн чӑнлӑх куҫ умне тухать: Суворовсем — Атӑлҫи Пӑлхарстанри сӑвар (сувар) йӑхӗнчен.
Суворовсем вырӑссем хушшинче мӗн ӗлӗкренех чапа тухнӑ ҫарҫыннисем пулнӑ. Авалхи сӑварсем те тӑшманпа кӗрешме ялан хастар пулнӑ.
Чи паллӑ, чи чаплӑ сӑвар (сувар) йӑхташӗ — паллӑ ҫарпуҫӗ Александр Васильевич Суворов.
А. В. Суворов йӑхӗнчи ҫынсем те хӑйсем авалхи Атӑлҫи Пӑлхарстанран тухнине час-часах каланӑ. А. В. Суворовсен ямахатӗнче упранакан чӑнлавсенче ӗлӗк-авал вӗсен хушаматне Суваровсем тесе ҫырнине калани пулнӑ. Ҫака та эпир ҫыракан Суворовсем сӑвар (сувар) йӑхӗнчен пулса кайнине лайӑх ҫирӗплетет. Сӑвар йахӗ — пӑлхар-чӑвашсен тӗп йӑхӗсенчен пӗри.
Суворинсем те ҫак сӑвар (сувар) йӑхӗнчен пулса кайнӑ тесе шутлама пулать.

«Авалхи чӑвашсенчен тухнӑ Раҫҫейӗн чаплӑ йӑхӗсем» кӗнеке пайӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-07-30 21:51:44 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3597 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем